«Ядринкассы» тесе ҫырнӑ пулнӑ Шупашкар муниципалитет округӗнче. Ку – ял ятне кӑтартакан табличка ҫинче. Унта пурӑнакан пӗр ҫын йӑнӑша тӳрлетме ыйтса ҫӑхав ҫырнӑ.
Росреестр ӗҫченӗсем Шупашкар округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе асӑрхаттару янӑ. Вӗсем йӑнӑша тӳрлетме вӑхӑт панӑ: раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен. «Ядринкассы» «Ядринкасы» пулса тӑнине Росреестра ҫав ҫӑхав ҫырнӑ ҫыннах пӗлтернӗ.
Палӑртмалла: Географи ячӗсен патшалӑх каталогӗпе килӗшӳллӗн, сӑмаха пӗр «с»-па ҫырмалла – «Ядринкасы».
Шупашкар муниципалитет округӗнчи Карачура ялӗнче вырнаҫнӑ «Чувашское» предприятире вӑкӑр унта ӗҫлекен арҫынна амантнӑ. ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 47 минутра выльӑх пӑхакан арҫын вӑкӑр витерен тухса кайнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна каялла хӑваласа кӗртме тӑнӑ. Вӑкӑр ӑна тӗкнӗ. Арҫыннӑн аяк пӗрчисем аманнӑ
Чӑваш Енри Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Евгений Степанов «Ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑр – 2023» премийӗн «Чи лайӑх эскурсовод» номинацийӗнче ҫӗнтернӗ.
Асӑннӑ наградӑна ҫӗршывӑн тӗп хулинче туризма аталантаракансене параҫҫӗ иккен. Мускавра пурӑнакан пирӗн ентешӗмӗр сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
Аса илтерер: Евгений И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнче ӑс пухнӑ. Кайран вӑл пӗр хушӑ телевиденире ӗҫленӗ. Ун хыҫҫӑн экскурсисем ирттерме тытӑннӑ.
Унӑн «Мускавра уҫӑлса ҫӳретпӗр» проекчӗ пурнӑҫланма тытӑннӑранпа 7 ҫул ҫитнӗ. Евгений хӑйӗнпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе туристсем валли экскурсисем тӳлевсӗрех ирттерет.
Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче юн нумай ҫунӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗсенче ҫулсене тасатманни пирки ҫӑхав нумайланнӑ. Ытларах – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Етӗрне тата Шупашкар округӗсенче пурӑнакансенчен.
Ҫула хырман тӑк ӑҫта ҫӑхав ҫырмалла? Федераци трассисене «Волго-Вятскупрдор» пӑхса тӑрать, ҫак сайтра ҫӑхав ҫырма пулать: www.rosavtodor.ru. Вырӑнти ҫулсене муниципалитетӑн тасатмалла.
Муниципалитетсен хушшинчи ҫулсене юртан тасатманни пирки ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8-919-971-01-08. Е бота ҫырмалла: @Roadmonitor_bot.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Никита Бичурин ҫинчен спектакль хатӗрлени ҫинчен эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫав ӗҫӗн премьерипе чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче паллашма май килӗ.
Спектакльти тӗп сӑнар — Раҫҫее Китайпа паллаштарнӑ ӑсчах, Шупашкар районӗнчи Типнерте ҫуралнӑ Никита Бичурин.
Спектакле Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, писателӗн тата драматургӑн Николай Сидоровӑн «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» драми тӑрӑх хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Пушкӑртстан тата Тутарстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов. Художник-постановщикӗ – Татарстан Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Булат Ибрагимов, тумсене Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лариса Комиссарова хатӗрленӗ. Музыки — Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Лолита Чекушкинан, хореографийӗ – Андрей Петровӑн.
Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи аптекӑна Россельхознадзорӑн Чаваш Енри тата Чемпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тӗрӗсленӗ те йӗркене пӑснине палӑртнӑ.
Аптека кӳршӗ ҫурта куҫнӑ иккен. Унӑн адресӗ урӑхла пулнӑ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вырӑнта аптека лизензировани процедури витӗр тухман, ҫавна май вӑл лицензисен реестрӗнче ҫук.
Ведомство усламҫа лицензие улшӑнусем кӗртиччен ветпрепаратсене сутмашкӑн чарӑнма ыйтнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Йӑршу ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ялти клуб ҫунма пуҫланӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра тухнӑ. Вӑл 1936 ҫулта хута янӑ клуба ярса илнӗ. Йывӑҫ ҫуртӑн тӑрри, шалти пайӗ ҫунса кайнӑ. Вулавӑшӑн шалти отделки те сиенленнӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма пӗр сехетрен сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи Кӳкеҫре ҫак кунсенче шкул ҫуртне ҫине тӑрса хӑпартаҫҫӗ. Ӑна кирпӗчрен купаласа. Кирпӗч хуракансем сивӗре те, ҫил-тӑманта та ӗҫлеҫҫӗ. Ирех ӗҫе кӳлӗнсе каҫченех тӑрмашаҫҫӗ вӗсем. Электричество ҫутипе те вӑй хураҫҫӗ.
Район центрӗнчи виҫҫӗмӗш шкул пулмалли ҫурта епле хӑпартнипе ҫак эрнере вырӑнти тӳре-шара паллашнӑ.
Шкул 825 ача вӗренмелӗх пулӗ. Ӑна «Регионжилстрой» компани хӑпартать. Строительствӑра 120 ытла ҫын тӑрӑшать. Шкула 2024 ҫулта туса пӗтермелле.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне уявланӑ май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ишлейри ял вулавӑшӗнче авалхи чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсене Роза Карикова Римма Сорокина кӑтартнӑ.
Римма Леонидовна (сӑнӳкерчӗкре сылтӑм енче) валли чӑваш кӗпине 1983 году амӑшӗ, Вера Волкова, ҫӗлесе панӑ. Вера Прокопьевна тумӗпе Римма Леонидовна хӑйӗн туйӗн иккӗмӗш кунӗнче ҫынсен умне тухнӑ.
Роза Карикова (сӑнӳкерчӗкре сулахай енчи) ҫипуҫне те амӑшӗ, Фёкла Яковлевна, хатӗрлесе панӑ. Ку вӑл 1955 ҫулта пулнӑ.
Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейре коклюш чирӗ сарӑлма пуҫланӑ. Роспотребнадзор кунашкал чире Чӗлепи тата Томск облаҫӗсенче, Питӗрте тата Тутарстанра тупса палӑртнине ҫирӗплетет. Чӑваш Енре те тӗслӗхсем пур. Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра юлашки 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Ку ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран 3 хут пысӑкрах.
Комсомольски, Шупашкар, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче пӗрер тӗслӗхе ҫирӗплетнӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 10, Шупашкарта 27 тӗслӗхе. Улатӑрта тата Канашра икӗ ҫын чирленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |